Куславкка районӗнчи Куснарта Марфа Трубина ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявланӑ. Унти шкулта ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Тата вӑл шкула пырса кӗрсенех куҫ тӗлне лекнӗ портретсене ӳкерсе илнӗ.
Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче /кивӗ стильпе ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче/ Куславкка районне кӗрекен Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. «Пирӗнтен, хӗрӗхелле ҫитнӗ е унтан та иртнӗ ҫынсенчен, кам ас тумасть пулӗ Трубина Мархвине, хамӑр хушӑри пек каласан — «Мархва аппана», хамӑра валли те, пирӗн ачамӑрсем валли те нумай-нумай паха кӗнеке ҫырса хӑварнӑ ҫынна? Пурте питӗ лайӑх ас тӑватпӑр ӑна, пурте ырӑпа асӑнатпӑр, унӑн ҫав тери кӑмӑллӑ, чӑннипех те «чӗре патне пыракан» произведенийӗсене паян кун та хаваслансах вулатпӑр», — тесе ҫырнӑ Леонид Агаков хӑй вӑхӑтӗнче.
Ача-пӑча ҫыравҫине паян та астӑваҫҫӗ — Куславкка районӗнчи мероприятие шкул ачисем те, вӗренекесем те хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Кӑнтӑр Африка Республикинче пауэрлифтинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта Куславккари «Атӑл» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, халӗ Спортӑн Атӑлҫи академийӗнче вӗренекен Полина Кириллова хутшӑнать.
Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 14-23 ҫулсенчи чи вӑйлӑ атлетсен хушшинче тӗнчери ӑмӑртура палӑрнӑ. 43 килограмчченхи виҫере ентешӗмӗр 19-23 ҫулсенчи спортсменкӑсене ним мар хыҫа хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Полина ҫулталӑк каялла тӗнче шайӗнчи юниорсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. 2016 ҫулта вӑл Европа чемпионатӗнче мала тухнӑ, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Куславкка ҫӗрӗн маттур хӗрӗн спортри пултарулӑхне туптама пулӑшаканни — Дмитрий Соловьёв тренер.
Тутарстанри Зеленодольск районӗнче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире Чӑваш Енри пачӑшкӑ, унӑн мӑшӑрӗ тата тепӗр икӗ тӑванӗ — арӑмӗпе упӑшки — вилнӗ. Пачӑшкӑн 22 ҫулти хӗрӗ, аварире йывӑр аманнӑскер, халӗ реанимацире выртать. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
М7 автоҫул ҫинче пулнӑ тискер аварире чӑваш номерӗллӗ «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машина йывӑр тиевлӗ икӗ транспорт хушшине хӗсӗннӗ. Тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вӗсенчен пӗри — Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи чиркӳ пачӑшки Сергий Колпаков. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ. Вилӗм кӳнӗ авариччен темиҫе сехет маларах кӑна чиркӳре служба ирттернӗ. Авари Scania автовозӑн тормозӗ ӗслеме пӑрахнипе пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнса чарӑннӑ «Лада Ларгуса» лапчӑтнӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, икӗ арҫын виллине тупнӑ. 54 ҫулти кил хуҫипе ун патӗнче пулнӑ 53-ти пӗлӗшне ҫав ялтах пурӑннӑ тепӗр ҫын асӑрханӑ. Вӗсем мунчара пулнӑ.
Пӗр вӑхӑталли икӗ арҫын, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер хура мунча (хура тесе тӗтӗм тухса кайма мӑрье кӑларман мунчана калаҫҫӗ) кӗнӗ. Пӗр ял ҫынни пырса кӗрет те мунча алӑкне шалтан питӗрнине асӑрханӑ. Ырра мар сиссе вӑл алӑка пуртӑпа хирсе уҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 54-ри кил хуҫипе унӑн 53-ри тусне сӗрӗм тивнӗ. Мунчара леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ вӑй питтисен вилӗм сӑлтавне палӑртмашкӑн халӗ тӗрлӗ экспертиза тусах тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын кредитпа парӑма кӗрсе кайнӑ. Хайхин пурӗ 250 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унран укҫа шыраса илес тесе кредитор судах ҫитнӗ. Тӳре йышӑну кӑларнӑ хыҫҫӑн ӗҫе Куславкка районӗнчи суд приставӗсене ярса панӑ.
Суд приставӗсем арҫыннӑн пурлӑхне шырама пуҫланӑ. Унӑн «Renault Sandero» машини асӑннӑ районти Мӗниҫырминче пулни ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсем автомобиле ҫийӗнчех арестленӗ. Унсӑр пуҫне арҫыннӑн суд приставӗсене 18 пин те 755 тенкӗ тӳлемелле. Ку вӑл — исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑшӑн. Парӑмлӑ этеме чикӗ леш енне кайма та чарнӑ.
Федерацин суд приставӗсен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма вунӑ кунта татмалла. Унсӑрӑн машинӑна сутса ярӗҫ, ҫав укҫапа кредитшӑн татӑлӗҫ, суд приставӗсем те хӑйсен тӳпине илсе юлӗҫ.
Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ.
Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн.
Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ.
Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ.
Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус.
Францири чӗлхеҫӗ Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Пушкӑрт ялне экспедицие килӗ. Пӗччен мар, студентсемпе.
Чӑваш халлапӗсен чӗлхин тӗпчевҫи, Францире пурӑнакан Татьяна Никитина нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнч епулнӑ. Францири Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттерекен наци институтӗнче тӑрӑшаканскер вырӑсла, хрантсусла пӗлет. Хӗрарӑм-тӗпчевҫӗ Чӑвашла та вӗренесшӗн иккен. Татьяна Никитина чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе – халапсемпе – кӑсӑкланнӑ май вӗсене чӗлхе енчен тӗпчесшӗн.
Чӑваш Ене тӗпчевҫӗ Питӗрти экономикӑн аслӑ институчӗн танлаштаруллӑ лингвистикӑпа литературоведени уйрӑмӗн студенчӗсемпе ҫитессине Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ.
Татьяна — Етӗрне районӗнчен Питӗре тухса кайнӑ чӑваш арҫыннин хӗрӗ.
Куславккара тата Куславкка районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнине халалланӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ.
Асӑннӑ муниципалитета кӗрекен Кармӑш ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма Ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне ҫирӗплетме тата спорта аталантарма пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗ пулӑшать. Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ те ҫак ӗҫе хутшӑнать. Кинокартинӑна ӳкерет.
Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ӗҫе ҫутакан фильмра СССР халӑх артистки, Раҫҫей наци театрӗн «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ Вера Кузьмина та ӳкерӗнет. Сӑмах май ҫакна та палӑртар: чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать. Юбилея театрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявласшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |